Педиатр, стоматолог, хирург - «Земство тухтăрĕ» программăпа яла кайса ĕçлекенсен йышĕнче такам та пур. Çак юхăм Чăваш Енре сарăлма пуçласанах Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тĕп сыватмăша тӳрех 8 тухтăр килнĕ. Унта паян 38 тухтăр çын сывлăхне пăхса тăрать пулсан, вĕсенчен çурри - 1 миллион тенкĕ çăмăллăх илнисем. Вĕсемпе манăн ĕçтешсем паллаштараççĕ.
Ялта ĕçлекен тухтăрсем йышлă
Дополнительно
09 ноября 2018
20:09