Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

60 çул алла-аллăн

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнчи Афоркинсем пирки тĕлĕнмелле ĕçчен, хастар çемье теççĕ. Василий Андреевичпа Анна Ивановна 60 çул пĕрле пурăнаççĕ, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Пиллĕкĕшĕ те мăшăрланса ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе çирĕп çемье чăмăртанă.