Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Харсăр пулмасан хуранта яшка та пиçеймĕ

Раççей хăйне хăй апат-çимĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартни хресчене ура çине тăма май парĕ. Чăваш Енте акă çемье фермисене, фермер хуçалăхĕсене аталантарма тăрăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче кăна çакăн пек хуçалăхсем 10 ытла йĕркеленĕ, вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, сурăх тата сысна ĕрчетеççĕ. Мучикасси ял тăрăхĕнчи Андрей Мурайкин фермерпа эпир те çывăхрах паллашрăмăр.