Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрарăм - ỹнерçĕсем Хĕрлĕ Чутай тăрăхне сăнарланă ĕçĕсенчен ятарлă курав йĕркеленĕ

Чăваш Енри хĕрарăм -ỹнерçĕсем кашни çуллах плэнера пуçтарăнаççĕ-хăйсен йышне арçынсене илмеççĕ вĕсем. Икĕ çул ĕнтĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи илеме хут çине куçараççĕ.Районти чи паллă вырăнсемпе халĕ «Хĕрарăм куçĕ тĕслĕ тĕнче» куравра паллашма пулать. Ăна наци библиоткинчи « Серебряный век» галерейăра уçрĕç. 
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче 11 хĕрарăм-ỹнерçĕ 10 кун ирттернĕ. Вĕсем питĕ туслă тата тухăçлă ĕçленĕ. Кунти тавралăх ỹнерçĕсене пĕлтĕрех тыткăнланă. Ун чухне хĕрарăмсем Паньтăк ялне пур енлĕн тĕпченĕ, хальхинче Атнара çул тытнă. Таврари куçа савăнтаракан илемлĕх, хĕвел анни, хĕвел тухни, кунта пурăнакансен сăн- сăпачĕ- плэнера хутшăнакансене хавхалантармалли кунта нумай тупăннă.Хăнасене ялта чечексем нумаййи, тикĕс асфальт çул тăрăх ачасем роликсемпе ярăнни тĕлĕнтернĕ. Венера Сандомирова пуçаруллă çынсене тупса вĕсемпе ĕçленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов питĕ тараватлă та ăшпиллĕ пулнăран ỹнерçĕсем ăна та тăрăшса ỹкернĕ. Атнар тăрăхне унччен кун пек нихăçан та рекламăламан, -тет Александр Кузнецов.Ял çыннисем хаклă хăнасемпе кăсăкланса паллашнă. Мольбертлă хĕрарăмсем патне час-часах ачасем пыра-пыра пăхнă, вĕсенчен ỹкерме вĕреннĕ. Атнарта çывăх вăхăтра галерея йĕркелеме палăртнă. Маçтăрсем хăйсен ĕçĕсене Атнара илсе кайса вĕсемпе унти халăха паллаштарма шухăшлаççĕ .

Надежда Александрова, Наталья Егорова, Владимир Синдеев