Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хисеп хăми çинче - хăйсен ĕçĕнче чи лайăххисем

Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май нумаях пулмасть районăн Хисеп хăмине çĕнетнĕ. Ун çинче - тĕрлĕ сферăра тăрăшакан 15 çын сăнĕ.

Хисепе тивĕçнисем хушшинче ачасемпе ĕçлекенсем те, ялхуçалăхĕнче вăй хуракансем те, культура тытăмĕнче е сывлăх сыхлавĕнче тимлекен те пур. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, район пурнăçне лайăхлатма тăрăшаççĕ.

Хисепе тивĕçнисем хушшинче:

- район больницин терапи уйрăмĕн аслă медицина сестри Галина Александровна АРАСЛАНОВА;

- районти Культура çурчĕн халăх пултарулăхĕн методисчĕ Анатолий Александрович АРТЮШКИН;

- "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ Николай Дориянович ВОРОНОВ;

- Алексей Иванович ЕРМАКОВ фермер;

- Пантьăк ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Валентина Аркадьевна ЖИЖАЙКИНА;

- Утаркассинчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Инна Ильинична ЗАХАРОВА;

- Пенси уйрăмĕн районти клиент службин эксперт специалисчĕ Лилия Вячеславовна КАРПОВА;

- районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Зинаида Петровна МАЙОРОВА;

- "Четайское" ТЯО пекарĕ Елена Ивановна МАКАРОВА;

- "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Ирина Петровна МИХОПАРКИНА;

- районти электричество сечĕсен электромонтерĕ Вячеслав Константинович МИХОПАРОВ;

- "Эстет" компанисен ушкăнĕ" ТЯО генеральнăй директорĕ Владимир Валерьевич РОМАНОВ;

- Хĕрлĕ Чутай шкулĕн математика тата информатика учителĕ Надежда Витальевна ТИМАКОВА;

- Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн водителĕ Андрей Владимирович ЭЛЕМЕНКИН;

- районти полици уйрăмĕн участок уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекенсен уйрăмĕн начальникĕ Валентин Александрович ЯРАБАЕВ.

Ĕçчен те пултаруллă çынсем ыттисене те тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарса пыраççĕ.

А.КАРПОВА.