Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çуралччăр ачасем, йышланччăр çемьесем

Нумай ачаллă çемьесен статусне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнчи 63 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн, ятарлă удостоверенисем çирĕплетнĕ. Çак кунсенче ăна республикăра пама тытăннă та ĕнтĕ. Палăртмалла, мартăн 15-мĕшĕнче районти пĕрремĕш ултă çемье те асăннă удостоверение тивĕçрĕ.

Нумай ачаллă çемье пулнине çирĕплетекен удостоверение Ишеккассинчи пилĕк ача ỹстерекен Валентина Николаевнăпа Евгений Валентинович Плисовсем, тăватă ача ỹстерекен Трапайри Эльвира Вячеславовнăпа Дмитрий Валентинович Платоновсем тата Кушлавăшри Татьяна Владимировна Губанова, виçĕ ача ỹстерекен Хĕрлĕ Чутайри Алена Анатольевнăпа Алексей Геннадьевич Ильинсем тата Марина Николаевнăпа Владимир Александрович Ухтеровсем, Кив Атикассинчи Галина Николаевнăпа Станислав Аркадьевич Гордеевсем илме тивĕç пулчĕç. Пурте вĕсем 18 çула çитмен ачасем ỹстереççĕ. Сăмах май, районта кун пек нумай ачаллă 111 çемьене шута илнĕ, вĕсенче пурĕ 361 ача ỹсет.

Н.ПЕТРОВА.