Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ỹркенмесен тухăç пулать

Ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ял тăрăхĕсем хăйсем кăçал çитĕнтерсе илнĕ, хатĕрленĕ пуян продукцисемпе, апат-çимĕçпе ятарлă куравра паллаштарчĕç. Курава шкулсем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче - Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем, "Асамат кĕперĕ" ача садне çỹрекенсем.

Çак шкулта социаллă педагогра вăй хуракан, çав хушăрах ачасене ĕçе хăнăхтаракан Алевтина Степановна Алексеева вĕренекенсем пурте курава хаваспах хатĕрленнине каларĕ. Çавăнпа та вăл май килнĕ таран вĕсен ĕçĕсене куракансен умне çитерме тăрăшнă иккен. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Çĕн Атикасси шкулĕнче паянхи кун 136 ача вĕренет. Класри занятисемпе пĕрлех вĕренекенсем кашни çулах шкул çумĕнчи участокра тĕрлĕ пахча çимĕç ỹстереççĕ. Акă кăçал та пахча çимĕç тухăçĕпе савăнтарнă. Çĕрулмисĕр пуçне кунта 198 килограмм кишĕр, 103 килограмм хĕрлĕ кăшман, 66 килограмм помидор, 300 килограмм купăста пухса илнĕ.

А.ВАСЮКОВА.