Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче икĕ пĕве пур. Пĕри - "Хĕвел" ача сачĕ, тепри редакци айккинче вырнаçнă. Юлашки вăхăтра ку пĕвесене никам та пăхса тăманни тỹрех сисĕнет: вĕсем симĕс шыв курăкĕпе хупланчĕç тесен те юрать. Хăшĕ-пĕрисем кунта тĕрлĕ çỹп-çап, ăпăр-тапăр ывăтса хăварма та именсе тăмаççĕ. Ара, пĕве айккипе ỹсекен курăка çулса тăракан çук та, вăл вăхăт иртнĕçем хыт хураланса каять. Выртать вара çак "чăтлăх" хушшинче тĕрлĕ çỹп-çап, чылайăшĕ пĕвене каять...![]()
Çак пĕвесемпе çыхăннă тепĕр çитменлĕх пирки пире Хĕрлĕ Чутай салин Советски урамĕнче пурăнакан Зоя Угольникова пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе, вăл калани тỹрех куçа курăнать-ха - хăçантанпа ĕнтĕ икĕ пĕвинче те йывăçсем выртаççĕ. Ача сачĕ енчи пĕвене ỹкнĕ йывăçсем темиçе те. Редакци айккинчине вара, унччен Культура çурчĕ тата ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă çурт енчен, такам чип-чипер ỹснĕ шурă хурăна касса янă. Кама чăрмантарнă-ши вăл?
Çак пĕвесене пăхса тăрассишĕн яваплисем пурах. Çутçанталăка упрамалли, тăван тавралăха таса, тирпейлĕ тытмалли пирки тăтăшах калаçатпăр, ĕçе хăçан пуçăнатпăр?
Алина ИТТИ.