Йăлана кĕнĕ тăрăх, районта çулсерен тĕрлĕ фестивальсемпе гала-концертсем иртеççĕ. Кăçал та Чутайăн тĕп сцени çинче хамăр тăрăхри артистсене сахал мар курма май пулчĕ. Вĕсем юрлас енĕпе те, ташлас енĕпе те питĕ ăста.
"Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать! гала-концерт пулнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те Хусанушкăнь ял тăрăхĕн "Ярапа" коллективĕ "Деревенская кадриль" ташшипе асра юлчĕ. Сăмах май, çав кун вĕсен коллективĕ куракансене "Чăваш ташшипе" те савăнтарчĕ.
А.ВАСЮКОВА.