Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăйсен ĕçĕнче чи лайăххисем

Район больницинче çулсеренех Хисеп хăмине çĕнетсе тăраççĕ, кунта хăйсен ĕçĕнче чи пултаруллисен, маттуррисен, чирлисене сыватассишĕн чунĕсене парса ĕçлекенсен сăнĕсене вырнаçтараççĕ.

Больницăн поликлиникинче вырнаçнă Хисеп хăми çинче хальхи вăхăтра ультрасасă диагностикин врачĕн Константин Владимирович Ивановăн, Галина Игнатьевна Журавлева акушер-гинекологăн, хирурги кабинечĕн медицина сестрин Лариса Ивановна Моложинан, ача-пăча консультацийĕн медицина сестрин Римма Викторовна Лысован, хирурги уйрăмĕн медицина сестрин Валентина Александровна Кудряшован, терапи уйрăмĕн медицина сестрин Ольга Вениаминовна Антонован, Шулюри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн Лариса Александровна Дядькинан, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медицина сестрин Марина Геннадьевна Кондратьеван сăнĕсене курма пулать.

Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче çырса кăтартăпăр.

А.КАРПОВА.