Çĕр ĕçченĕ уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ темелле. Çавна май ырă йăлана малалла тăсса октябрĕн 26-мĕшĕнче районти Культура çуртне пухăнса ялхуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетĕпĕр. Хамăр алăпа туса илнĕ апат-çимĕçе тата пахча-çимĕçе "Кĕр парнисем" куравра хаклăпăр. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнă механизаторсемпе водительсене, дояркăсене, выльăх пăхакансене, тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тĕрлĕ наградăсемпе чыслăпăр.
Вăй хурса ĕçленипе пулнă кăтартусем кăçал та япăх мар: 9475 тонна тыр-пул, 310 тонна çĕрулми пухса илтĕмĕр, кĕрхи культурăсене 1509 гектар акса хăвартăмăр, 1830 гектар кĕрхи çĕртме турăмăр, выльăх-чĕрлĕх валли те апат çителĕклĕ янтларăмăр.
Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.