Чăваш Енре пĕлтерекен тытăмсене тĕрĕслĕç. Гражданла оборона тренировки пуçланнă пирки урамсенче вырнаçтарнă сиренăсемпе сасă вăйлатмалли хатĕрсем (громкоговорители) пĕлтерĕç. Çакăн пирки Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи патшалăх управленийĕн пресс-служби пĕлтерет. Тунтикун, октябрĕн 1-мĕшĕнче, планпа пăхса хунă халăха пĕлтерекен автоматизациленĕ тĕп тытăма тĕрĕслĕç. Çак кун систерекен сигналсем икĕ хутчен янăрĕç - 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра. Управлени сотрудникĕсем республикăра пурăнакансене лăпкă пулма ыйтаççĕ. Аса илтеретпĕр, гражданла оборонăн систерекен сигнала халăха авари, инкек, çутçанталăк инкекĕ, тăшман тапăнас хăрушлăх тухсан параççĕ. Сиренăсен сассине илтсен çынсен радиоприемниксене, телевизорсене çутса васкавлă пĕлтерĕве итлемелле. Илнĕ информацие ертỹлĕхе тата ĕçтешсене, çемье членĕсене, кỹршĕсене пĕлтермелле.
А.ВАСЮКОВА.