Çунана çулла хатĕрлеççĕ. Халăхăн çак ăслăлăхĕ çурт-йĕр организацийĕсен ĕçĕпе самай çыхăннă. Хĕл вĕçленсенех вĕсем тепĕр тапхăра хатĕрленеççĕ. Районта та хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕç çăвĕпех пырать.
Çак енĕпе ĕç тухăçлăхне лайăхлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ муниципалитет территорийĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вăл çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçне 2018Ỹ2019 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта тĕреклĕхпе тивĕçтерĕ.
Хĕрлĕ Чутай территорийĕнче муниципаллă 3 котельнăй пур. Котельнăйсенче 11 газ кăмаки вырнаçнă. Ăшă пăрăхĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 5905 метрпа танлашать.
2018 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çỹлерех асăннă котельнăйсене тата ăшă пăрăхне "Красночетайскагропромснаб" муниципаллă предприятие пăхса тăма панă.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе килĕшỹллĕн, район территорийĕнче кивелнĕ ăшă (25 метр) тата шыв пăрăхĕсен сечĕсене (25 метр) улăштарассине планпа пăхса хунă.
А.ВАСЮКОВА хатĕрленĕ.