Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шăпа ваттисен çуртне çитернĕ

Иртнĕ эрнере, сентябрĕн 14-мĕшĕнче, районта пурăнакан Елена Кузьмина 90 çул тултарнă. Çак ятпа вăл хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ.

Нушине сахал мар курнă ватă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе çамрăклах ĕçе пуçăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă.

Ватлăх çулне çитсен шăпа ăна Березовка ялĕнче вырнаçнă аслă ỹсĕмри граждансене тата инвалидсене пăхакан стационара çитернĕ. Вăл унта 12 çул пурăнать ĕнтĕ. Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма çитсен ветерана урăх тĕнчене лекнĕн туйăннă. Кунта пурăнмалли условисем те лайăх, тимлĕхĕ те çителĕклĕ.

- Коллектив ырă чунлă пулнă пирки кунта пурăнма та лайăх, - палăртнă ĕç ветеранĕ, хăнасене тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каланă.

А.АЛЕКСЕЕВА