Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Раççейре - лайăххисен йышĕнче

Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен районти потребительсен обществине "2017 çулта уйрăм хушма хуçалăхсемпе ĕçлессине йĕркелес енĕпе чи лайăх потребительсен обществи" ят панă.

Пĕтĕм Раççейри "2017 çулта уйрăм хушма хуçалăхсемпе ĕçлессине йĕркелес енĕпе чи лайăх потребительсен обществи" конкурса Раççей Центросоюзĕн президиумĕн хушăвĕпе пĕтĕмлетнĕ. Кунта районти потребительсен обществисен чĕртавар хатĕрлес кăтартăвĕсене, продукци туса илнин калăпăшĕсене шута илнĕ.

Çавăн пекех Раççей Центросоюзĕ "2017 çулта ялхуçалăх продукцине чи лайăх паракан" конкурса та пĕтĕмлетнĕ. "Ялхуçалăх продукцине активлă паракан" номинацие районти вăрман леш енчи Урикассинче пурăнакан Александр Устинов тивĕçнĕ. Вăл райпопа тачă тата тухăçлă çыхăну тытса тăрать.

Чăвашпотребсоюзăн коопераци организацийĕсен ĕç-хĕлĕнче хатĕрлев отраслĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен сĕт, аш-какай, эмел курăкĕ пани район çыннисемшĕн хушма тупăш илмелли çăлкуç пулса тăрать. Хатĕрленĕ чĕртавара предприятисене ăсатаççĕ, вĕсенчен экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнти продукци туса кăлараççĕ.

Н.СЕМЕНОВА.