Районти Туктамăш ялĕнче кайăк грипне пула çирĕплетнĕ карантин вĕçленмен-ха. Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ку ялти 109 хуçалăхри тĕрлĕ йышши 633 пуç кайăк-кĕшĕке тата вĕсен продукчĕсене пуçтарса илсе çунтарса утилизациленĕ, кайăк-кĕшĕк усранă хуралтăсене дезинфекциленĕ. Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Лев Гущин пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере шăпах асăннă 109 хуçалăха специалистсем çитсе тепĕр хут дезинфекци тăвĕç, проба илĕç. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан вара августăн 15-мĕшĕнче карантин вĕçленмелле.
Аса илтеретпĕр, карантин вĕçленсен те пĕр хушă чăх-чĕп сутма, туянма, илсе кĕме тата илсе тухма юрамасть.
Н.ПЕТРОВА.