Çитес эрне пуçламăшĕнче, августăн 6-8-мĕшĕсенче, ведомствăсем хушшинчи комисси районти вĕренỹ учрежденийĕсене тĕрĕслĕ. Комисси 13 вĕренỹ тата 3 хушма пĕлỹ паракан учрежденисене çитсе çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тишкерĕ.
Çулран-çул шкулсемпе ача сачĕсенчен çирĕпрех ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен унти лару-тăруран пирĕн ачасен хăрушсăрлăхĕ килет. Комисси членĕсем пỹлĕмсене, мастерскойсене, кадрсем çителĕклине, спортплощадкăсене, спорт оборудованийĕпе инвентаре, вĕренекенсен сĕтел-пуканне, апатлану йĕркине, медпулăшу парассине тĕрĕслĕç.
А.ВАСЮКОВА.