Хăнăхрăмăр ĕнтĕ, уйăхсерен республикипех Сывлăхпа спорт кунне ирттереççĕ. Ку хутĕнче вăл июлĕн 21-мĕшĕнче пулать. Районта пурăнакан спорт тусĕсене Хĕрлĕ Чутай салинчи "Хастар" ФСК йышăнма яланах хавас. Çак кун спорта кăмăллакан пур çын та кунти пулăшусемпе тỹлевсĕр усă курма пултарать. Палăртмалла, çак кунах районти чылай çын ГТО значокĕсене тивĕçĕ.
Хĕрỹ ĕç вăхăчĕ пынине пăхмасăр хамăр сывлăх пирки манар мар, ăна çирĕплетсе тата пиçĕхтерсе тăрар.
Н.ПЕТРОВА.