Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ал ĕç тума ăста

Ишеккасси ялĕнче пурăнакан Марина Волкова район центрĕнче вырнаçнă парикмахерскисенчен пĕринче тимлет. Икĕ ача амăшĕ пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçпе аппаланма юратать. Марина çыхма, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсенчен чечексем, çỹç тыттармаллисем тата ытти япаласем ăсталама юратать. Кăçалхи Акатуйра вăл хăй ăсталанă япаласемпе курава та хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех çамрăк хĕрарăм фольклор ушкăнĕпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнать.

А.КАРПОВА.