Çĕнĕ çулсем е ялти клубри юсав ĕçĕсем? Çăвана тирпейлесе йĕркене кĕртесси е ача-пăча площадки тăвасси? Ялта пурăнакансене чи малтанах мĕн кирлĕ? Пуçаруллă бюджет йĕркелĕвĕн проекчĕпе килĕшỹллĕн, пурнăçа лайăхлатас тесен мĕн тумаллине çынсем хăйсем палăртаççĕ. Çапла майпа район территорийĕнче кăçал пурĕ 17 проект пурнăçланмалла. Паянхи куна 15 проекчĕ пурнăçа кĕнĕ те ĕнтĕ. Акă, Ачкасси ял тăрăхĕнчи Ваçкаçырми ялĕнчи Çамрăксен урамĕнчи çула юсаса çĕнетнĕ. Тралькасси ял тăрăхĕнчи Турханта ача-пăча площадки тунă тата ялăн пĕр урамне 800 метр тăршшĕ вак чул сарнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче Çамрăксен 5-мĕш урамĕнче тата Енкĕлтре ача-пăча площадкисем тунă.
А.ТИМОФЕЕВА.