Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Авăнсан та хуçăлман

Июнĕн 28-мĕшĕн-че Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Зина ида Ефимовна Конистаркина хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа вăл Раççей Презизенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсемпе саламсем йышăннă.

Пурнăçĕ çăмăл килмен кинемейĕн. Вăл ытти çамрăксем пекех Çĕнтерỹ кунне çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă, тĕрлĕ йывăр-лăхсене çĕнтерсе малалла пурăнма ăнтăлнă. Пилĕк авмасăр мĕнле пулĕ-ха? Зинаида Ефимовна малтанах колхозра ĕçленĕ, унтан - шкулта. Чылай вăхăт çăкăр заводĕнче тăрăшнă, тутлă та техĕмлĕ çăкăр пĕçернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен дояркăра вăй хунă. Мăшăрĕпе тăватă ачана, икĕ хĕрпе икĕ ывăла, ура çине тăратнă.

Паянхи кун ватă ывăлĕпе пурăнать, юлташĕсемпе тĕл пулма кăмăллать. Ăна çывăх тăванĕсем пулăшсах тăраççĕ, сад-пахчине пăхса-пуçтарса параççĕ.

А.ВАСЮКОВА.