Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче республикăри чи лайăх ялхуçалăх организацийĕсен "Клуб "Агро - 100" презентацийĕ иртнĕ. Унта 2017 çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе республикăри чи лайăх 100 ялхуçалăх предприятине палăртнă.
Савăнăçлă лару-тăрура малта пыракан 10 организацие наградăланă. Палăртмалла, вĕсен йышне Альбина Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" ЯХПК та кĕнĕ. Унсăр пуçне "Клуб "Агро-100" тытăмне районти тепĕр икĕ хуçалăх кĕме пултарнă: "Свобода" колхоз - 66-мĕш вырăн (ертỹçи - Валериан Бромбин), "Нива" ЯХПК - 89-мĕш (ертỹçи - Владимир Мурайкин).
А.ВАСЮКОВА