Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ỹсĕрле руль умне ларнăран…

Майăн 25-мĕшĕнче 15 сехет иртсен Пантьăк ялĕнчи Çеçпĕл урамĕнче ВАЗ-21214 маркăллă автомобиль çул тепĕр енне тухса кювета анса кайнă та йывăçа пырса çапăннă. Руль умĕнчи хĕрарăм ỹсĕр пулнă тата унăн водитель удостоверенийĕ пулман.

Асăннă çул-йĕр инкекне пула автомобильте пулнă виçĕ пассажир (арçынпа хĕрарăм тата хĕрача) тата руль умĕнчи хĕрарăм хăй самай аманнă. Вĕсене тĕрлĕ сурансемпе район больницине илсе çитернĕ. Машинăра пулнă хĕрачан, 2010 çулта çуралнăскерĕн, ури хуçăлни тата пуç купташкипе пуç мими суранланни палăрнă.

Çак инкекшĕн айăплисен саккунпа килĕшỹллĕн явап тытма тивет.

А.ГЕРАСИМОВ, çул-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕ.