Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, строительсем 70 ытла пластик чỹрече вырнаçтарнă, классенчи кивĕ линолеума сỹтсе хунă тата ытти ĕçсене пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле илсен "Премиум Строй" ТЯО подряд организацийĕ юсав ĕçĕсене графикпа пурнăçласа пырать. Подряд организацийĕн тĕп инженерĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен пур ĕçсене те туллин вĕçлемелле.
Палăртмалла, Мăн Этмен шкулне çĕнетме 14 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.
А.ВАСЮКОВА.