Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушар машинисем çитнĕ

Республикăри пушара хирĕç кĕрешекен тытăм çĕнĕ транспортпа пуян-ланнă. Унта тĕрлĕ çулпа çỹреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллă пĕр пушар цистерни килсе çитнĕ. Вĕсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкĕ тухса кайнă.

Чăваш Енĕн Инкеклĕ ĕçсен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, машинăсене Йăлăмри, Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнчи, Элĕкри, Патăрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хĕрлĕ Чутайри, Муркашри, Пăрачкаври, Шăмăршăри, Елчĕкри, Тăвайри пушар чаçĕсене парĕç.

А.АЛЕКСЕЕВА.