Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Июнĕн 10-мĕшĕнче Акатуя пухăнар!

1chavalarhivАса илтеретпĕр, кăçал Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ вырсарникун, июнĕн 10-мĕшĕнче, пулĕ. Çанталăка пула уява йĕркелỹ комитечĕ район центрĕнчи Çĕнтерỹ лапамĕнче ирттерме йышăннă. Акатуйăн савăнăçлă пайĕ 10 сехетре пуçланать. Ун вăхăтĕнче хĕрлĕчутайсене сумлă хăнасем саламлĕç, çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç, лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракан ялхуçалăх ĕçченĕсене чыслĕç. Унтан районти чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç. Çавăн пекех спортпа туслисем валли тĕрлĕ ăмăртусем те иртĕç.

Вырсарникун пурне те пĕрле пухăнса савăнма йыхравлатпăр. Ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупа