Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çырни патне таврăнса

Xh-Ylr9vp0wПушар гидранчĕн хупăлчи пулмаллах

Район прокуратури 2018 çулхи майăн 25-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" хаçатра тухнă "Картлама та шутламаççĕ..." материал тăрăх тĕрĕслев ирттерчĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ урамри 25-мĕш тата 41-мĕш çуртсем хушшинче вырнаçнă тимĕрпе бетон çăлăн (пушар гидранчĕн) хупăлчи çук. Вăл уçă тăни халăхăн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Асăннă пушар гидранчĕ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн шутланать. Çавăнпа та Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представлени тăратрăмăр, ăна халь пăхса тухаççĕ.

В.ШОРКИН, район прокурорĕ.