Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Паян - Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун

IMG 1887Ачасене хỹтĕлемелли куна халалласа республикăри пекех пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти иртет. Сăмахран, паян ЧНК-н районти уйрăмĕ йĕркеленипе "Урам вăййисем" ачасен фольклор фестивалĕ пулать. Ĕнер вара районта волонтерсен фестивалĕ иртнĕ. Палăртмалла, хальхи вăхăтра пирĕн районта шкул çулне çитмен 586 ачапа 1381 шкул ачи ỹсет. Вĕсем - пирĕн пуласлăх, çавăнпа та ачасене тивĕçлĕ ỹстерес, пĕлỹпе воспитани парас, ачалăхне хаваслăрах тăвас тесе тăрăшмалла. Пирĕн ачасем хамăртан лайăхрах, йĕркеллĕрех пулччăр.

А.ТИМОФЕЕВА.

(Паян Ачасене хỹтĕлемелли куна халалланă мероприятисем иртнĕрен алкоголь продукцине сутма юрамасть).