Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăх чунне тыткăнларĕç

ArtАпрель уйăхĕнче районти Культура çуртĕнче "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" гала-концерт иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене курма май килчĕ. Концерт программи питĕ пуян пулчĕ. Сцена çине тухнă артистсен ăсталăхĕ те çултан-çул ỹсни сисĕнчĕ.

Акă, Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакан Аннăпа Александр АРТЮШКИНСЕМ куракансем умне "Кам-ши юрă юрларĕ" юрăпа тухрĕç. Анна Артюшкина шăрантарса панă юрă залра ларакансен чунне самай тыткăнларĕ. Хуткупăсăн илемлĕ сасси вара зала çавăрса илчĕ. Залра ларакансем Артюшкинсене тăвăллăн алă çупса тепĕр хутчен сцена çине тухма ыйтрĕç.

Палăртмалла, вĕсен çемйинче хуткупăс каласси ламран лама куçса пырать. Анатолийпа Виталий ывăлĕсем алла хуткупăс тытса тĕрлĕ кĕвĕ калама кăмăллаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем иккĕшĕ те ал ĕçĕпе маçтăр. Пĕлмен-туман ĕç çук вĕсен.

А.ВАСЮКОВА.