Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕç укçинчен тытаççĕ

Гражданинăн парăм пур-тăк ăна ĕç укçинчен е ытти тупăшран тытса юлаççĕ. Унăн виçине мĕнле палăртаççĕ?

Район прокурорĕн пулăшуçи Д.САВИНКИНА хуравлать:

- Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, гражданинăн парăмне ĕç укçинчен тытса татма пулать. Унăн виçи ĕç укçин е ытти тупăшăн çурринчен иртме кирлĕ мар. Ĕçе пурнăçланă чухне суд приставĕ шалăвăн 50 процентне тытса юлмалла тăваять, анчах та унăн парăмçăн пурлăхне шута илес пулать. Çавăнпа та суд приставĕн парăмçă ыйтса çырнипе унăн укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пуррипе-çуккине (пурлăхне) тĕрĕслемелле. Вăл унăн çемйине пысăк тăкак ан кỹтĕр. Тивĕçлĕ канăва тухнă çыннăн парăм пур-тăк унăн пенсине шута илмелле, çемьере миçе çын пурăннине пăхмалла. Пурăнмалли шай кирлĕ чухлĕ пулмалла.