Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Арçынсем çамрăклах вилеççĕ

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, майăн 24-мĕшĕ тĕлне районта 70 арçынпа 72 хĕрарăм вилнине регистрациленĕ.

Пирĕн районта арçынсем çамрăклах вилни шухăша ярать, вĕсем вăтамран 55 çул кăна пурăнаççĕ (хĕрарăмсем - 78 çул). Пурнăçа татакан сăлтавсенчен пĕри вăл - эрех. Унсăр пуçне арçынсем хăйсем çине алă хурса пурнăçран уйрăлни те тĕл пулать.

Акă иртнĕ эрнере районта 1993 çулта çуралнă, юлашки вăхăтра Шупашкарта пурăннă арçын çакăнса вилнĕ. Тури Çĕрпỹкасси ялĕнчи 1971 çулта çуралнă арçын та çакăнма тăнă, юрать-ха, ăна вăхăтра чарнă. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче районти пĕр арçын путса вилнĕ.

Çак эрнере вара Атнар ялĕнче 23 çулхи çамрăка пытарчĕç. Яш Мускаври стройкăра ĕçленĕ чух çỹлтен ỹкнĕ.

Майăн 22-мĕшĕнче Шулюра пушарта арçын çунса вилнĕ.

А.СЕМЕНОВА.