Паян районти шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрать. Кăçал шкулпа 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 57 çамрăк тата 9-мĕш класри 146 ача сывпуллашĕ.
Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçалта - ачалăх, шкул çулĕсем, умра - экзаменсене ăнăçлă тытасси, професси суйласси.
Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзамен майăн 25-мĕшĕнче Муркашра пулать (акăлчан тата чăваш чĕлхисем), 11-мĕшсен - майăн 28-мĕшĕнче Çĕмĕрлере (географипе информатика).
Пурин те тытмалли патшалăх экзаменĕ вара вунпĕрмĕшсен Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче майăн 30-мĕшĕнче пулĕ - математикăпа. Выпускниксене ăнăçу сунатпăр!
А.КАРПОВА