Майăн 15-16-мĕшĕсенче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртнĕ. Кăçалхипе 50-мĕш хут иртнĕ вăйăсене 13 команда хутшăннă.
Çамрăк армеецсен вăййисене хутшăннисем хăйсем çар условийвсенче пурăнма хатĕррине кăтартса панă тата тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă: стройпа утнă, автомат сỹтсе пухнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ, ишнĕ, чупнă...
Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕпе "Зарницăра" Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди мала тухнă. Хусанушкăньсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, мишеркассисем - виççĕмĕш. "Орленок" вăййа хутшăннисенчен те пуринчен те маттуртарах хĕрлĕчутайсем пулнă, иккĕмĕш вырăна çĕнатикассисем тухнă, виççĕмĕшне - атнарсем.
Район шайĕнче палăрнă командăсем республикăри вăйăсене хутшăнĕç.
А.КАРПОВА