Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çиччĕн тỹлеве тивĕçнĕ

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2018 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи 195 № Указĕпе килĕшỹллĕн, Раççей Пенси фончĕ 90 пине яхăн Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ-пе участникне пĕр хутчен паракан тỹлевпе тивĕçтерĕ. Вăл 10 пин тенкĕпе танлашать.

Районта асăннă тỹлеве 7 çын илĕ. Пенси фончĕ укçа-тенке банксене майăн 15-мĕшĕнче куçарнă, çавăн пекех кирлĕ документсене почтăна çитернĕ.

Пĕр хутчен паракан тỹлеве илес тесен ятарласа Раççей Пенси фондĕнчен пулăшу ыйтма кирлĕ мар. Ăна заявлени çырмасăрах Раççей Пенси фончĕн органĕсен даннăйĕсене пăхса тỹлеççĕ. Тỹлеве пенси паракан организаци çитерет.

А.ВАСЮКОВА.