Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе - асăнмалăх парнесем

Районта пурăнакан вăрçă паттăрĕсене пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав туса ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем: Клавдия Ижетникова (Çĕн Атикасси ялĕ), Вера Петрова (Утаркасси), Герман Пудейкин (Пухтанкасси), Арсентий Вадейкин (Ваçкаçырми), Кузьма Аргандейкин (Тумликасси), Михаил Агафонов (Хĕрлĕ Чутай), Семен Шорниковпа (Трапай) Андрей Мадебейкин (Атнар). Вĕсенчен кашни вăрçă вут-çулăмĕ витĕр, тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарса кунран-кун Çĕнтерĕве çывхартнă.

Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ, паянхи куна районта 9 ветеран кăна юлнă. Вĕсенчен 8-шĕ район территорийĕнчех пурăнаççĕ. Шăпах вĕсем патне ĕнтĕ Çĕнтерỹ кунĕ умĕн, майăн 8-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Вера Ярабаева тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çитсе курнă. Кашни ветерана Çĕнтерỹ уявĕпе саламланă май республика Пуçлăхĕ ячĕпе асăнмалăх парне панă. Аса илтеретпĕр, вăрçă ветеранĕсем Ачкасси, Атнар, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк, Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсем 90 çулта е тата аслăрах.

Паянхи кун ветерансене çитес Çĕнтерỹ кунне чĕрĕ-сывă кĕтсе илме çирĕп сывлăх сунас килет.

Н.МИДАКОВА.