Апрелĕн 27-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче салтак çулне çитмен çамрăксен республикăри Спартакиади иртнĕ. Ăмăртусене 11 команда хутшăннă. Çамрăксем çар хатĕрленĕвĕ енĕпе, пневматикăллă винтовкăран перессипе, çăмăл атлетикăра хăйсене тĕрĕсленĕ. Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне - вăрмарсем, виççĕмĕшне - çĕмĕрлесем. Хĕрлĕчутайсем харпăр хăй кăтартăвĕсемпе палăрма пултарнă: 100 метрлă дистанцие пуринчен те малтан Юрий Сезяйкин парăнтарса пĕрремĕш пулнă, 2000 метра чупса Максим Матвеев виççĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди июнь уйăхĕнче Тамбов хулинче пулакан Спартакиадăна хутшăнса республика чысне хỹтĕлĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.