Апрелĕн 20-мĕшĕнче "Хастар" ФСК-ра ишес енĕпе уçă ăмăрту иртрĕ. Унта хамăр районти çамрăк спортсменсемсĕр пуçне Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинчи, Етĕрне, Пăрачкав районĕсенчи ишевçĕсем тупăшрĕç. Командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе "Хастар" спорткомплекс спортсменĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна пăрачкавсем тухрĕç, виççĕмĕшне - етĕрнесем.
Уйрăм кăтартусемпе хăйсен ỹсĕмĕсене кура малти вырăнсене районти çак ишевçĕсем тухрĕç: Евгения Катюкова, Сергей Магаськин, Даниил Ульянов, Вадим Иванов, Иван Картмасов, Максим Ухтеров, Константин Юткин, Егор Секайкин.
Ю.СТОЛЯРОВ, "Хастар" ФСК тренерĕ.