Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ватăсене йышăнаççĕ

Пенсионерсенчен чылайăшĕ ватлăх кунĕсене тăван кил-çуртра ирттерме кăмăллать. Кунта стенасем те пулăшаççĕ. Анчах та пурнăçра тем те пулать. Ватă çыннăн ачисем, çывăх тăванĕсем пулмасан мĕн тумалла? Ăна чи малтанах тимлĕх кирлĕ-çке. Сывлăх хавшама пуçласан, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама йывăр тивсен ăçта кайса кĕмелле? Камран пулăшу ыйтмалла? Калаçма та çын кирлĕ.

Шăпах çак çăмăл мар лару-тăрура ваттисен çурчĕсем пулăшаççĕ. Районта та пĕччен юлнă ватăсене пурăнма йышăнакан центрсем пур - Атнарта тата Березовкăра. Унти сотрудниксем кашнинех тивĕçлĕ пăхаççĕ, мĕн кирлипе тивĕçтерсе тăраççĕ. Паянхи кун Атнарти ваттисен çуртĕнче пĕр ватă валли вырăн пур, Березовкăра - тăваттă.