Апрелĕн 28-мĕшĕнчен пирĕн республикăра пушара хирĕçле режим çирĕплетнĕ. Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пушара хирĕçле ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен кăвайт чĕртме, вут-кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрмансенче тата вĕсемпе юнашар территорисенче çỹп-çап çунтарма юрамасть. Вăрмантан е ялхуçалăх çĕрĕсенчен инçех мар вырнаçнă лаптăксенче те типнĕ курăка çунтарма чараççĕ.
Çавăн пекех асăннă режим вăхăтĕнче пушар хăрушлăхĕ IV тата V класли чухне, çанталăк условийĕсене кура вăрмансене кĕме чармашкăн та пултараççĕ. Пушара хирĕçле ятарлă режим ăна пăрахăçласси пирки калакан хушу тухиччен вăйра тăрĕ.