2018 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 5 пушар пулнă, икĕ çурт та виçĕ мунча çуннă. Шел те, вут-çулăма пула пĕр çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Сăлтавĕсем çапларах: электрооборудованипе тимлĕхсĕр пулни, кăмака вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.
Хисеплĕ район çыннисем! Сире черетлĕ хут пушар хă-рушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнма чĕнсе калатпăр, электрооборудованисен, газ хатĕрĕсен, хутмалли кăмакасен юсавлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăрăр. Юсавсăррине сиссенех вăхăта тăсмасăр специалистсене чĕнĕр. Пĕчĕк ачасене, ватăсене, ỹсĕр çынсене тимлĕхсĕр ан хăварăр. Пушар никама та, ниме те шеллемест. Пушара сỹнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах пулнине асра тытăр.
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн аслă инспекторĕ.