Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Районта ĕçлĕ визитпа ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов пулчĕ

Ĕнер, февралĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов района ĕçлĕ визитпа килсе кайрĕ.

Чи малтанах Александр Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа тата "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Алина Ориновапа тĕл пулчĕ.

Унтан Александр Степанович район хаçачĕн редакцине çитсе курчĕ, коллективпа тĕл пулса калаçрĕ. Министр хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине, унăн тиражĕ районта пурăнакансен шутне кура республикăра пысăккисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Райхаçатра кун çути куракан материалсем тулли, пуян содержаниллĕ пулнине каларĕ, сĕнỹсем пачĕ.