Февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" массăллă чупу иртет. Спорт уявĕ Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта пулать.
Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне шкулсенче вĕренекенсен, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пĕр-лештернĕ командисене кĕтеççĕ. Çул ỹсĕмĕсене кура спортсменсем 2-5 километр чупĕç. Чи малтанах старта ертỹçĕсем тухаççĕ, вĕсем 2018 метр тăршшĕ чупĕç.
Старта тухиччен пурин те хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттермелле!
"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" ăмăрту 11 сехет те 30 минутра пуçланать.