Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Майĕпен ял пушанать

Чăваш Енре пурăнакансен йышĕ çулталăк хушшинче 5 пин те 384 çын таран чакнă. Халĕ республикăра 1 миллион та 230 пин ытла çын пурăнать.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 1230479 çын пурăнни паллă, иртнĕ çул пуçламăшĕнче ку кăтарту самай пысăкрах пулнă - 1235863 çын. Чăваш Енри хуласенче халăхăн 62,4 проценчĕ тĕпленнĕ, ялсенче - 37,6 проценчĕ. Ялсенче пурăнакансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать, хуласенче - хушăнать, уйрăмах Шупашкарта. Республикăн тĕп хулинче пурăнакансен шучĕ çулталăк хушшинче 2 пин те 217 çын таран ỹснĕ. Пĕтĕмпе унта 491715 çын пурăнать. Çĕнĕ Шупашкарта та йыш хушăннă. Пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕпе танлаштарсан, кăçал унта 2 пин те 203 çын ытларах пурăнать. Районсемпе илсен, халăх йышĕпе Шупашкар, Çĕрпỹ тата Канаш тăрăхĕсем малта пыраççĕ. Çĕмĕрле районĕнче пурăнакансен йышĕ - 8836 çын.

Чăвашстатăн малтанхи кăтартăвĕсемпе 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 13985 çын пурăнни паллă. Пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче 14394 çын пурăннă.