Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Гражданла оборонăна аталантарнăшăн - виççĕмĕш Диплом

diplomПирĕн район çулсерен тĕрлĕ конкурс-сене хутшăнать, çĕнтерỹçĕсен йышне те пĕрре мар кĕчĕ. Акă иртнĕ çул вĕçĕнче, декабрĕн 22-мĕшĕнче, савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр. Атнар ял тăрăхĕ гражданла оборона тытăмне, çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тата сирес енĕпе пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Чăваш Республикинчи территориллĕ тытăмне аталантарас тата управлени органĕсен хатĕр пулассине тата оперативлăха ỹстерес енĕпе çитĕнỹсем тунăшăн иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, асăннă кун Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тата сирес енĕпе пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Чăваш Республикинчи территориллĕ тытăмĕн 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетес тата 2018 çул валли тĕллевсем лартас тĕлĕшпе вĕренỹпе методика сборĕ иртнĕ. Шăпах унта ку енĕпе палăрнисене кубоксемпе Дипломсем парса чысланă. Вĕсен йышне Атнар ял тăрăхĕ те кĕме пултарни савăнтарать. Сăмах май, хальччен Атнар ял тăрăхĕ çакăн йышши виççĕмĕш степеньлĕ икĕ Диплома тивĕçнĕччĕ. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсен мĕн патне ăнтăлмалли пурах. Малашне вĕсене тата пысăкрах наградăна тивĕçме ăнăçу сунатпăр.

Н.ПЕТРОВА.