Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ташă çаврăмĕнче - 10 çул

Ырă та ăшă кăмăллă лару-тăрура иртнĕ уява хăнасем чылаййăн килсе çитнĕччĕ. Куракансем умне "Колибри" ансамблĕн тĕрлĕ ỹсĕмри ташăçисем кăна мар, "Пилеш" ача садне çỹрекенсем, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем, "Шокăль" фольклор ушкăнĕ тухрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех сцена çине Саланчăкри интернат шкулта пĕлỹ илекенсем тата Етĕрнери искусство шкулĕнче пултарулăхне туптакансем тухрĕç. "Колибри" ташă ушкăнĕ 2000 çулта йĕркеленнĕ, "халăх" ятне вара вăл 2007 çулта тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра районта хореографи енĕпе кăтартуллă ĕçлесе пыракан ташă коллективне Наталья Ивановна Храмова ертсе пырать. Кунта тĕрлĕ ỹсĕмри пурĕ 80 çын ташлама çỹрет. Коллектив пултарулăхне районти пур мероприятире те курма пулать, çавăн пекех вăл республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илет.

А.КАРПОВА.