Декабрĕн 16-мĕшĕнче Хирлỹкасси ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Ольга Сергеевна Пигильдина 90 çулхи юби-лейне кĕтсе илĕ. Çак кун вăл ăшă сăмахсене, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне йышăнĕ. Нушине сахал мар курнă ватă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе çамрăклах ĕçе пуçăннă Тумликассинче çуралса ỹснĕ хĕр. Йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, тус-тантăшĕсемпе окоп чавнă çĕрте те, вăрманта та ĕçленĕ. Мăшăрланиччен столовăйра тăрăшнă. Петр Михайловичпа çемье çавăрсан вара кун-çулне колхозпа çыхăнтарнă. Унăн мăшăрĕ те колхозра трактористра ĕçленĕ. Вăл ачаранах тăлăх çитĕннĕ. Ольга Сергеевна мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ачана, виçĕ ывăлпа икĕ хĕре, кун-çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратнă. Вашават та ырă кăмăллăскер, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Вăл паян пĕччен пурăнать пулин те кил таврашĕнче, сад-пахчара ĕçлеме ỹркенмест. Пур ĕç те унăн аллинче вĕрет тесен те тĕрĕс пулĕ. Качака усрама та вăй-хал çитерет кинемей. Пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытать. Ун патне ачисем килсех çỹреççĕ, кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ, тимлĕх уйăрсах тăраççĕ, унпа мухтанаççĕ. Паянхи кун ветеран пурнăç çине савăк куçпа пăхать, ачисен, 8 мăнукĕн тата 6 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. А.ВАСЮКОВА.
90-ра та пурнăçпа тан пырать
Дополнительно
15 декабря 2017
13:23
"Пирěн пурнăç"