Декабрĕн 11-мĕшĕнче Кив Атикасси ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Игорь Живоев хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи Указне пурнăçланă май ку районта уçăлнă тăххăрмĕш ФАП пулчĕ. Темиçе уйăх хушшинче çĕкленнĕ социаллă объект хальхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăрать. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парса тăма пур майсене те пăхса хунă. Çĕнĕ ФАП Кив Атикассипе Вырăсушкăнь ялĕсенче пурăнакан 503 çынна медицина пулăшăвĕ парĕ, çав шутра 76 ачапа çул çитмен çамрăка. Икĕ ялăн çыннисен сывлăхне пăхса тăрассипе Полина Ивановна Маламайкина опытлă фельдшер тимлет. Ял çыннисем çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнипе питĕ кăмăллă. "Çĕнĕ ФАП ял варринчех вырнаçни савăнтарать, - тет ялта пурăнакан Ольга Яковлева. - Ăна çĕклесе хута ярас-сишĕн тăрăшнисене пурне те тав сăмахĕ калас килет".
А.КАРПОВА.