Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăхпа куçа-куçăн

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче республикипех черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн района та çав кун Шупашкартан информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ. Министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем район администрацийĕн яваплă çыннисемпе ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулчĕç, Информкун ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Питĕркасси ял тăрăхĕнчи çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Питĕркассинчи Культура çуртне пухăннă ял çыннисен власть представителĕсене памалли ыйту чылай пулчĕ. Сăмахран, Кỹпеш çыннисем ĕнесене кĕтỹре çỹретмелли çĕре уйăрттарса илесси, çулсем тă-васси канăç паманнине пĕлтерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата Чăваш Республикин çын прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, кун йĕркинчи темăсене тишкерчĕ, ыйтусем йышăнчĕ. Ачкассисене пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри - "Путь Ильича" колхозăн пурлăхне, объекчĕсене салатса пĕтерни.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кунта район Пухăвĕн депутачĕ Виктор Устинов çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Тури Çĕрпỹкассине каякан çулпа паян шкул автобусĕсем те, халăха турттаракан автобуссем те çỹремеççĕ иккен. Асăннă çула информушкăн хăй куçĕпе çитсе курчĕ (тĕплĕнрех - çитес номерсенче). Çавăн пекех Информкунра ытти чылай ыйтăва сỹтсе яврĕç, вăл шутра - сĕт пирки. Акă Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи ял çыннисене сĕт хакĕ хумхантарать: "Мĕншĕн элĕксем пĕр литр сĕте 22 тенкĕпе пухаççĕ, пирĕн патра - 19 тенкĕпе?" - ыйтрĕç вĕсем. Информкунра район çыннисем хускатнă ыйтусене çитес вăхăтра татса парасса шансах тăратпăр. Сĕт, çул ыйтăвĕсене вара тĕплĕнрех çитес номерте тишкерĕпĕр.