Район прокуратури "Исток" ТЯО хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнĕ чухне саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕ, асăннă организаци пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнине тупса палăртрĕ. "Исток" ТЯО Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă виçĕ котельнăя пăхса тăрать. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: сỹнтеркĕчсем (выключатель) патĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн паллисем ("кайнă чухне çутă сỹнтер", "220 В") пулман, электропралуксене çитменлĕхсемпе изоляциленĕ, котельнăй çумĕнчи административлă пỹлĕмре автоматизациленĕ пушар сигнализацийĕ, объектра вырнаçтарнă сỹнтеркĕчсен (огнетушитель) паспорчĕсемпе номерĕсем, ятарлă щит çинче механизацилемен пушар инструменчĕсем тата инвентарь пулман, котельнăй территорине типĕ ỹсен-тăранран тасатман тата ытти те. Тĕрĕслев кăтартăвĕпе должноçри çын тĕлĕшпе административлă ĕç уçма тиврĕ. Унсăр пуçне общество директорĕн çитменлĕхсене пĕтермелле пулать.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.