Районти ветерансен хорĕ республика шайĕнче палăрнă Октябрĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче "Çирĕп пирĕн çунатсем!" ятпа аслă çулхисен тата ветерансен хорĕсен республикăри пĕрремĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Культура министерстви тата ветерансен обществăлла организацийĕ йĕркеленĕ пултарулăх тупăшăвне Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитнине халалланă. Фестивале пурĕ 56 коллектив хутшăннă, вĕсем хушшинче - вокалпа инструментсен ансамблĕсем, ветерансен хорĕсем, фольклор, ташă, театр ушкăнĕсем.
Фестиваль-конкурса Хĕрлĕ Чутайри Культура çуртĕнчи ветерансен халăх хорĕ те хутшăннă. "Сад пахчи чечек сарчĕ" тата "Ан кай, тăван" юрăсене шăрантарса хĕрлĕчутайсем "Вокал" номинацире виççĕмĕш степеньлĕ лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.